Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яранский Евгений Михайлович

Яранский Евгений МихайловичЯранский Евгений Михайлович, — Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ. 1958 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1975-1976 ҫулсенче Етӗрне районӗнчи Ульянов ячӗпе хисепленекен колхозра колхозник пулса ӗҫленӗ. 1976-1979 ҫулсенче Ҫарта пулнӑ.
1979-1984 ҫулсенче Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ.
1984-1985 ҫулсенче Етӗрнери РК ВЛКСМӑн 2-мӗш секретарӗ, 1985-1987 ҫулсенче — 1-мӗш секретарӗ пулнӑ.
1987-1994 ҫулсенче Мӑн Чураш ялӗнчи «Паттӑр» колхоз председателӗнче вӑй хунӑ.
1994-1998 ҫулсенче район пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Етӗрне хулин ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ.
1998-1999 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Президент Администрацийӗн кадрсемпе Госслужба управленийӗн начальникӗ пулнӑ.
1999-2001 ҫулсенче — Чӑваш Енӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Федераллӑ патшалӑх департамент ертӳҫин пӗрремеш ҫумӗ.
2001 ҫулхи кӑрлач уйӑхенчен пуҫласа Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ.
2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӑна ҫӗнӗрен Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ вырӑнне суйласа илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ытти район пуҫлӑхӗсем ҫинчен


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-14 19:58:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6855 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем